Хотите начать бизнес в Чувашии? Бесплатные правовые консультации для тех, кто хочет открыть ИП или стать самозанятым

Глава Чувашии поздравил с Днем медицинского работника

День медработникаГлава Чувашии поздравил с Днем медицинского работника День медицинского работника

День медработника


0

Хисеплĕ сывлăх сыхлавĕн ĕҫченĕсем тата отрасль ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе - Медицина ĕҫченĕн кунĕпе  - саламлатăп.

Эсир кун-ҫулăра ҫĕр ҫинчи чи сумлă профессипе - ҫын пурнăҫне тата сывлăхне сыхлассипе - ҫыхăнтарнă. Сирĕнтен кашниншĕн вăл чун туртăмĕллĕ ĕҫ пулса тăнă.

Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче чăн-чăн профессионалсем вăй хураҫҫĕ, вĕсем тăрăшнипе халăха медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтересси ҫулран-ҫул лайăхланать. Ҫакна ҫирĕплетекенни - ĕҫ-хĕл кăтартăвĕсем. Чăваш Енре тин ҫуралнă ачасем вилнин хисепĕ - ҫĕршывра чи пĕчĕкки. Пирĕн регион - сывлăх сыхлавĕн тытăмне цифра ҫине куҫарас тĕлĕшпе малтисен шутĕнче. Эпир сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырас тĕлĕшпе те чи лайăххисем.

Пирĕн умра тăракан тĕллев - пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерессине, сиплев, консультаципе диагностика тата реабилитаци ĕҫ-хĕлне лайăхлатасси. Ҫавна май регионта медицинăн юлашки вăхăтри ҫитĕнĕвĕсене тĕпе хуракан технологисем ĕҫе кĕреҫҫĕ, ăслăлăх-тĕпчев институчĕсемпе хутшăнусем ҫирĕпленеҫҫĕ, ҫĕнĕ объектсем ҫĕкленеҫҫĕ.

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн перекетлĕ технологисемпе усă курса Чăваш Енри чылай поликлиникăра медицина пулăшăвĕ памалли условисене палăрмаллах лайăхлатнă. Ача-пăча поликлиникисене ҫĕнетмелли федераци программине туллин пурнăҫланă. Санитари авиацийĕ паракан медицина пулăшăвĕн шучĕ ӳсет. Хальхи вăхăтра фельдшер-акушер пункчĕсене - интернетпа, медицина организацийĕсене телемедицина сечĕпе ҫыхăнтарнă. Ҫакă федераци клиникисен специалисчĕсемпе консультацисем йĕркелессине  - 1,5 хут, республикёрисемпе 3,5 хут ӳстерме май пачĕ.

Сывлăх сыхлавĕн пуҫламăш сыпăкне ҫĕнетес тĕлĕшпе кăҫал малалла ĕҫлĕпĕр. Хальхи вăхăтра виҫĕ фельдшер-акушер пункчĕ, тăватă тухтăр амбулаторийĕ, пĕтĕмĕшле тухтăр практикин икĕ офисне тăваҫҫĕ. Ҫулталăк вĕҫлениччен ялсенчи сывлăх сыхлавĕн пуҫламăш сыпăкĕн 37 объектне юсаса пĕтермелле, Канаш районĕнче пысăк поликлиника тума тытăнмалла.

Ҫĕршыв Президенчĕ ырланă проекта - Республикăн клиника больницин ҫĕнĕ комплексне хута ярасси - пурнăҫа кĕртес тĕлĕшпе те ӳсĕмсем пур.  Ҫак объект ĕҫлеме пуҫласан тĕрлĕ профильлĕ специалистсем пĕр учрежденирех Чăваш Енре пурăнакансене медицинăн паха пулăшăвĕпе тивĕҫтерме пултарĕҫ.  Малашлăхра - Республика клиника онкологи диспансерĕн ача-пăча клиника больницин тата пысăк технологиллĕ радионуклид тата пайăрка медицинин центрĕн сиплевпе диагностика корпусне хăпартасси.

Хисеплĕ медицина ĕҫченĕсем! Сире профессие чунпа парăннăшăн тата яваплăхшăн, куллен тата кăткăс самантсенче хăвăра шеллемесĕр вăй хунăшăн, ырă кăмăлăршăн тав тăватăп. Сывлăх, телей тата ырлăх сунатăп. Эсир ҫынсемшĕн тăрăшни сирĕн пата виҫĕ хут нумайланса таврăнтăр!

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Уважаемые работники здравоохранения и ветераны отрасли!

Поздравляю вас с профессиональным праздником – Днем медицинского работника!

Вы посвятили себя самой гуманной профессии – оберегать главные ценности, дарованные человеку, — жизнь и здоровье. И для каждого из вас она стала настоящим призванием.

В сфере здравоохранения Чувашии работают настоящие профессионалы, во многом благодаря которым последовательно улучшается качество медицинской помощи населению. Тому подтверждение – достигнутые результаты. В Чувашии самый низкий показатель младенческой смертности в стране. Наш регион – в числе лидеров по цифровой зрелости в здравоохранении. Мы же – лучшие по количеству приверженцев здорового образа жизни.

Перед нами стоит задача – повышение доступности высокотехнологичной медицинской помощи, дальнейшее улучшение лечебного, консультативно-диагностического и реабилитационного направлений. Для этого в регионе внедряются современные технологии на основе последних достижений медицины, укрепляются связи с ведущими научно–исследовательскими институтами, ведется работа по строительству новых объектов.

В рамках национального проекта «Здравоохранение» за счет «бережливых технологий» значительно улучшены условия оказания медицинской помощи в половине поликлиник Чувашии. Полностью выполнена федеральная программа обновления детских поликлиник. Растет число медпомощи, оказанной санитарной авиацией.

Сегодня все фельдшерско-акушерские пункты подключены к сети «Интернет», все медицинские организации – к телемедицинской сети. Это позволило в полтора раза увеличить число консультаций со специалистами федеральных клиник,  а с республиканскими клиниками  – в 3,5 раза.

В этом году продолжается модернизация первичного звена здравоохранения. Ведется строительство трех фельдшерско-акушерских пунктов, четырех врачебных амбулаторий, двух офисов врача общей практики.

Всего до конца года будет отремонтировано 37 объектов первичного звена в сельской местности, начнётся строительство крупной поликлиники в Канашском районе.

Есть успехи в практической реализации поддержанного Президентом страны проекта по возведению нового комплекса Республиканской клинической больницы – современного больничного городка. С появлением этого объекта у жителей Чувашии будет больше возможностей получить качественную медицинскую помощь у ведущих специалистов различных профилей в одном учреждении, в соответствии с самыми современными стандартами в условиях стационара «замкнутого цикла».

В планах также – строительство лечебно-диагностического корпуса Республиканской детской клинической больницы и центра высокотехнологичной радионуклидной и лучевой медицины Республиканского клинического онкологического диспансера.

Уважаемые медицинские работники! Благодарю вас за высокое служение и ответственность, самоотдачу и милосердие, которые вы проявляете и в экстренных, и в повседневных условиях. Желаю вам здоровья, счастья и благополучия. Пусть забота, которую вы дарите людям, вернется к вам сторицей!

Глава Чувашской Республики Олег Николаев