Всероссийский конкурс журналистов «ЗОЛОТОЙ ГОНГ-2022»

Отопительный сезон – 2022: права потребителей и обязанности исполнителей

Глава Чувашии поздравляет c Днем семьи, любви и верности

Олег НиколаевГлава Чувашии поздравляет c Днем семьи, любви и верности 8 июля — День семьи

Олег Николаев


0

Хаклӑ туссем!

Сире Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Ҫемье халалӗсем чӑвашсем хушшинче яланах ҫирӗп пурнӑҫланса пынӑ. Ҫакӑн ҫинчен Иван Яковлев аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр хӑйӗн халалӗнче уҫӑмлӑн ҫырса кӑтартнӑ. Вӑл ҫемьене халӑхӑмӑрпа патшалӑх тӗрекӗ вырӑнне хурса аслӑран та аслӑ мулпа танлаштарнӑ тата ӑна типтерлӗн упрама хушса хӑварнӑ.

Ҫемье пурнӑҫӗ пире ансат, анчах та питӗ пӗлтерӗшлӗ ӑнлавсене – пӗр-пӗрне юратса хисеплемеллине, аслисемшӗн тӑрӑшмаллине, кӗҫӗннисене пулӑшмаллине – ӑса хывма вӗрентет. Ҫемье – кашни ҫын пурнӑҫӗнчи ҫирӗпрен те ҫирӗп тӗрек. Пурнӑҫра мӗнле-тӗр пӑтӑрмах сиксе тухсан ҫывӑх ҫынсемпе тӑван-хурӑнташ хамӑра ӑнланасса тата пулӑшасса пиртен кашниех ҫирӗппӗн шанса тӑрать.

Ҫак уявра эпир саккунлӑ мӑшӑрланса чылай ҫул хушши килӗштерсе пурӑнакан мӑшӑрсене чыслатпӑр. Вӗсенчен вӗренмелли чӑннипех те сахал мар тата ҫав сумлӑ ватӑсен пархатарлӑ тӗслӗхӗ ыттисене ҫемье телейне шыраса тупма пулӑшасса шанас килет.

Ҫирӗп ҫемье – сывлӑхлӑ обществӑпа вӑйлӑ патшалӑх никӗсӗ. Ҫемье хаклӑхӗсене тӗреклетни, амӑшлӑхпа ачалӑха пулӑшни питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине шута илсе Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республикин правительствисем патшалӑх пулӑшӑвӗн мелӗсене ҫулсерен анлӑлатса пыраҫҫӗ. Кӑҫал республикӑра ачаллӑ 60 пин ытла ҫемье ҫавнашкал пулӑшӑвӑн тӗрлӗ мелӗпе усӑ курать те ӗнтӗ.

Сире ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫупа тӑнӑҫлӑх, ырлӑхпа юрату тата ҫураҫулӑх сунатӑп! Ҫемье вучахӗн ӑшшине тата ҫывӑх ҫыннӑрсене лайӑх сыхласа упрӑр!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Дорогие друзья!

От всего сердца поздравляю вас с Днём семьи, любви и верности!

Семейные заветы всегда были крепки среди чувашского народа. Об этом еще в своем завещании писал просветитель Иван Яковлев. Он сравнивал семью с великим сокровищем, в котором опора народа и государства, призывал беречь его.

Семейная жизнь учит нас простым, но важным вещам – любить и уважать друг друга, заботиться о старших, помогать младшим. Семья – это самые прочные узы в жизни каждого человека. Ведь что бы ни случилось, мы всегда можем рассчитывать на понимание и поддержку родных и близких.

В этот праздник мы чествуем супружеские пары, прожившие в законном браке не один десяток лет. У них есть чему поучиться, и хочется верить, что их пример поможет другим постичь формулу семейного счастья.

Крепкая семья – это здоровое общество и сильное  государство. Понимая, насколько важно укреплять семейные ценности, поддерживать материнство и детство, правительства Российской Федерации и Чувашской Республики ежегодно расширяют спектр мер государственной поддержки. В этом году в республике различными формами поддержки уже охвачено более 60 тысяч семей с детьми.

Крепкого здоровья, благополучия, мира и добра вам, любви и взаимопонимания! Храните тепло семейного очага и берегите близких!

Глава Чувашской Республики Олег Николаев