40 ҫул тултартăмăр!
Сывă-и, юратнă шкулăм,
Хаклă шкулăм, алăк уҫ!
Çěнě Шупашкар хулинчи 8-мěш вăтам шкул чӳк уйăхěн пуҫламăшěнче 40 ҫулхи юбилейне уявларě. 40 ҫул хушшинче ҫак шкулта 2184 вěренекен алла вăтам пěлӳ аттестачě, 4775 ача 9-мěш класс пěтерни ҫинчен аттестат илнě. Ылтăн медальпе 41 вěренекен, кěмěл медальпе -36 ача пěтернě.
Шкул историйě. 1973 ҫулхи чӳк уйăхěн 3-мěшěнче тăван шкул ачасене йышăннă. Малтанхи икě уйăхне 6-мěш шкулта 2-мěш сменăра вěреннě. Пушă вăхăра ачасем шкула илем кӳртме пулăшнă. Пěрремěш директор-Калашников Г. В.. Шкула аталантарас тесе вăл питě нумай вăй хунă. Геннадий Викторович ҫинчен вěрентекенсем кăна мар, вěренекенсем те ырăпа аса илеҫҫě. Вăл ырă кăмăллă, таса чунлă, сăпайлă ҫын пулнине палăртса калаҫҫě. Хăй ěҫне чунтанах парăннă ҫын.
Вěрентекенěсем. Пирěн шкулта 56 педагог вăй хурать. Аслă категориллě учительсем -12, пěрремěш категориллě вěрентекенсем - 31. Пурте вěсем пуларуллă та мал ěмěтлě учительсем, ачасене тěрěс-тěкел ҫитěнтерес, вěрентес, аслă ҫул ҫине кăларас тесе ырми-канми ěҫлеҫҫě.
Юратнă шкула иккěмěш ҫул пултаруллă та чуна парса ěҫлекен Вěрентěвěн тава тивěҫлě ěҫченě Матвеев В.П. ертсе пырать. Вăл тăрăшнипе шкулта палăрмаллах улшăнусем пулса иртрěҫ .
8- мěш шкулта Чăваш Республикин тава тивěҫлě вěрентекенěсем виҫҫěн: директор ҫумě- Матвеева Л.П. , истори вěрентекенě Викторова Т.Н. тата акăлчан чěлхи вěрентекенě Бучнева Г.В.
Акă историне вěрентекен Викторова Т.Н. Раҫҫей Федерацийěн тата Чăваш Республикин тава тивěҫлě вěрентекенě. Раҫҫей Президенчěн Грантне икě хут тивěҫнě. Унăн вěренекенěсем олимпиадăсенче яланах малти вырăнсене йышăнса шкула ҫӳллě шая ҫěклеҫҫě. Раҫҫей шайěнче ирттернě олимпиадăсенче виҫě ҫěнтерӳҫě.
Географине вěрентекен Корбанова И.В. Раҫҫей Президенчěн Грантне тивěҫнě. Унăн вěренекенěсем те яланах малти вырăнсенче.
Информатика вěрентекенě Сергеева В.В. Чăваш Республикин Президенчěн Грантне тивěҫнě.
Ĕнерхи вěренекенсем паянхи учительсем. Кашни ҫын хăй вăхăтěнче шкулта вěреннě. Каярахпа учительпе пěрле хăй те вěрентӳҫě пулса тăрать. Çак шкулта вěренсе тухнă ,халě кунта учитель пулса ěҫлекенсем те нумай: Шекшаева Т.М., Ваина Л.И., Андреева И. Н., Корбанова И.В., Артюкова М.В., Корочкина И.В., Спиридонова И.В.
Юратнă шкулăм малашне те аталанса пытăр. Унта тăрăшакансене пурне те ырлăх- сывлăх, телей , чăтăмлăх тата ăнăҫу сунатăп.
Елена Петрова 8-мěш класра вěренекен
- Войдите или зарегистрируйтесь, чтобы отправить комментарий.
- версия для печати